Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кинофестиваль умĕн

Республикăра кино кăтартас ĕçе лайăхлатас тесе ЧР Министрсен Кабинечĕпе РФ Патшалăх фильмфончĕ 2000 çултах килĕшÿ тунă. Унта килĕштерсе тата пĕрле çыхăну тытса ĕçлемелли çул-йĕрсене палăртнă. Çак тапхăрта “Чăвашкино” патшалăх учрежденийĕ пултарулăх тĕл пулăвĕсем 62 хут ирттернĕ. Вĕсене кинопа çыхăннă 53 çын хутшăннă. Федераци бюджетĕнчен уйăрнă 1799000 тенкĕпе усă курнă. Уйрăм мероприятисенчен “Вальс патши Иоганн Штраус”, “Пирĕн ентеш Николай Мордвинов”, “Атăл чиккинче” патриотла фильмсен фестивалĕсене палăртмалла. “Атăл чиккинче” кинофестиваль çак кунсенче каллех куракансене хапăл тăвĕ. Паян “Чăвашкино” фондĕнче 10 пине яхăн фильм упранать. Вăл шутра И.Максимов-Кошкинский ÿкернисем те пур.

"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться