Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кÿршĕ кинемейсене 95-шер çул!

Çак кунсенче Çĕнĕ Ахпÿртри чи ватă кинемейсем 95 çул тултарнă. Елизавета Трофимовна Бородовăпа Агреппина Георгиевна Наперсткина шăпах çур ĕмĕр, 50 çул кÿршĕллĕ пурăнаççĕ. Иккĕшĕн те пурнăç çулĕ çăмăл пулман. Вĕсем тĕрлĕ саманара пиçĕхнĕ, çапах нихăçан та пуçа усман. Хĕрарăмсем нумай ачаллă амăшĕсем. Е.Бородова сакăр, А.Наперсткина ултă пепкене утьăкка сиктерсе ÿстернĕ. Паян Агреппина Георгиевна Анатолий ывăлĕпе тата кинĕпе, Елизавета Трофимовна мăнукĕпе пурăнаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться