Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Библиотекарьсен шалăвĕ ÿсет

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров правительство членĕсемпе черетлĕ ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Республика уй-хирĕнчи лару-тăрупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев паллаштарнă. ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ И.Моторин предпринимательлĕх кунĕ ячĕпе Мускавра иртекен мероприятисене хутшăнни çинчен каласа панă. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе иртнĕ мероприятисем çинчен пĕлтернĕ. Николай Федоров библиотекăсен ĕçне муниципалитет пĕрлĕхĕсем тухăçлăрах йĕркелеме пулăшмалли çинчен каланă. Çавăн пекех вăл библиотекарьсен шалăвне ÿстерес ыйтăва хăвăртрах татса парас тĕлĕшпе тивĕçлĕ хушусем панă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться