Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ÇĕНТЕРÿПЕ ТАВРĂНЧĕç

Ульяновск хулинче Раççей Геройĕн Ю.Недвига парнисене çĕнсе илессишĕн пиçихипе кĕрешессипе («Кĕрешÿ») Ульяновск облаçĕн чемпионачĕ иртнĕ. Унтан пирĕн район спортсменĕсем çитĕнÿпе таврăннă. Хăйсен виçисенче А.Алеев, Р.Янтыков çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ (халĕ вĕсем спорт мастерĕн кандидачĕсем). Б.Пукачевпа Р.Хамбиков иккĕмĕш вырăна тухнă. Кĕрешÿçĕсем хăйсен ăсталăхне районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ И.Алеев патĕнче аталантараççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться