Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ магазин пулĕ

Райпо системине кĕрекен чылай магазин хăйĕн сĕмне шалтан та, тултан та улăштарса пырать. Юлашки çулсенче Тури Тăрмăшри пайщиксем пĕрре мар кивĕ лавкка вырăнне çĕннине тăвас ыйтăва хускатнă.

Калаçни, сăмах пуçарни харама кайман. Халĕ районти потребительсен обществин Турхан филиалĕн ертÿçисем тÿрремĕнех çак ыйтупа тимлеме пикеннĕ: пулас магазинăн проектпа смета документацине хатĕрленĕ, подрядчикне (В.Карпов, “Викада” тулли мар яваплă общество) пайăрлатнă. Çĕнĕ объектăн хакĕ – 1344 пин тенкĕ, вăл çăмăллатнă тимĕрпластикран пулĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться