Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уява хатĕрленсе

 

Ишлĕ каччисем вуншарăн салтак службине пограничник пулса ирттернĕ.

Владимир Тимофеевич Сорокин вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче Китай чиккинче хĕсметре пулнă. КВЖД (Китайско-Восточная железная дорога) çинче китаецсемпе шурă гвардеецсем хатĕрленĕ провокацисене сирсе ярас ĕçсене хутшăннă.

Аллăмĕш çулсен варринче Михаил Макарович Анисимов пограничник-кавалерист Туркменинче Иран чиккинче службăра пулнă.

Владислав Семенович Зайцев пĕчĕкренех офицер-пограничник пулма ĕмĕтленнĕ. 1976 çулта вăтам шкул пĕтерсен Алма-Атари пограничниксен аслă çар училищине вĕренме кĕнĕ. Тăватă çултан унăн ĕмĕчĕ пурнăçланать. Çамрăк лейтенант застава начальникĕн заместителĕ, застава начальникĕ пулса службăна тăснă. Каярах харсăр подполковник-пограничника Австри çĕр-шывĕн тĕп хулине Венăна СССР посольствин хăрушсăрлăх службин пуçлăхне лартаççĕ.

Çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕпе сакăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче пограничник пулса Анатолий Долгов, Павел Давыдов, Геннадий Егоров, Василийпе Михаил Прокопьевсем, йĕкĕреш Николайпа Анатолий Федотовсем, Виталий Казеев, Петр Ерофеев службăра тăраççĕ.

Александр Дмитриевич Федотов шкул пĕтерсен водителе вĕренсе тухать. 1982 çулта çурхи призывпа çар ретне тăрать. Унăн служби Таджикистанри Мускав погранотрядра иртет. Çулталăкран Сашăна Афганистана куçараççĕ. Унта вăл çулталăк та тăватă уйăх душмансемпе çапăçать. Кунтах пĕр класра вĕреннĕ Пăлапуç Нурăс каччи Николай Чегаев пулнă. Десантпа штурм ушкăнĕ йышĕнче вĕсем чылай çар операцийĕсене хутшăнаççĕ. Пĕр çапăçура Александр Федотовпа унăн юлташĕсем утмăл душмана тыткăна илеççĕ. Çак çапăçури паттăрлăхшăн А.Федотов пограничника “За боевые заслуги” медальпе наградăлаççĕ.

90-мĕш çулсенче Виктор Родионов Грузи чиккинче, Владимир Никитинпа Андрей Сорокин Китай чиккинче, Игорь Долгов Çурçĕр Кавказра Раççей чиккине сыхлаççĕ. Александр Родионов çулталăк каярах салтакран таврăнчĕ. Икĕ çул хушши Краснодар крайĕнче пограничник пулнă.

Захар Гурьевич Никитин 1993 çулта чикĕ çарĕсен ретне тăнă. Сроклă служба вĕçленсен контрактпа прапорщиксен шкулне вĕренме кайнă. Вун пилĕк çул хушшинче вăл подполковник чинне çитнĕ.

Сергей Карзаков офицер-пограничник пулас ĕмĕтпе Мускаври пограничниксен институтне вĕренме кĕчĕ. Халĕ вăл иккĕмĕш курс вĕренсе пĕтерет.

Александр Никитин аслă шкул хыççăн иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче çар ретне тăчĕ. Хабаровск крайĕнче Инçет Хĕвелтухăç чиккине сыхлать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 мая 2008
00:00
Поделиться