Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паттăрлăх манăçманран чыслаççĕ

 

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин Çĕнтерÿ кунĕн уявĕ пуриншĕн те чуна хумхантараканни. Уйрăмах ăна ветерансем пысăк туйăмпа кĕтсе илеççĕ. Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсенчен илнĕ саламсемпе парнесем те ваттисен кăмăлне, чун хавалне çĕклентереççĕ. Çак уявра Чăваш Ишекре пурăнакан вăрçă ветеранне Клавдия Харитоновăна саламлама ачисемпе тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Мускавран, Санкт-Петербургран, Шупашкартан ăшă хыпарсем çитрĕç. Клавдия Прохоровнăшăн хăйĕн вĕренекенĕ Калининград хулинчен Николай Васильев подполковник килсе çитни вара чăн-чăн кĕтменлĕх пулчĕ (ÿкерчĕкре). Николай Николаевич Афган вăрçин геройĕ, çар службинче 28 çул тăнă. Паянхи кун вăрçă ветеранĕсен совечĕн председателĕ, тинĕспе юхан шыв çулĕсен ĕçĕсене йĕркелекен ертÿçĕнче тăрăшать. Контр-адмирал званине тивĕç пулнă. Хаклă хăна хăйĕн вĕрентекенне Клавдия Прохоровнăна вăрçă вăхăтĕнче Кенигсберг хулине (халĕ Калининград) тăшмансенчен хăтарнă çапăçусене хутшăннăшăн тав тума килнĕ. Хула губернаторĕ Егоров ятĕнчен юбилей медалĕ парса чысларĕ. Пĕрлех ветерансен пĕрлешĕвĕн парнине те пачĕ. “За Советскую Родину” медаль çакса ячĕ. Тем пекех савăнчĕ çакăншăн К.Харитонова.

Н.Васильев тăванĕсем Чăваш Республикинче пурăнаççĕ, çавăнпа вăл кунта час-часах килсе çÿрет. Пĕрремĕш учительницишĕн те кĕтнĕ хăна. Николай Николаевич амăшĕн Мария Дмитриевнăн паттăр ывăлпа мухтанмалăх пурах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 мая 2008
00:00
Поделиться