Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ПĔРИ – ПУРИНШĔН ПУРТЕ – ПĔРИНШĔН

Районти шкул ачисен “Орленок” тата “Зарница” вăййисем хыçа юлчĕç. Икĕ куна тăсăлнă ăмăртусем вĕренекенсен чăтăмлăхне, ăсталăхне, ăс-тăнне тĕрĕслерĕç. Шăнкăртам вăрманĕнчи “Хĕвеллĕ” уçланкăра иртнĕ вăйăсем çавăн пекех пуçарулăхне, кирлĕ вăхăтра хăйсем тĕллĕн татăклă йышăну тума пултарнине, çарпа патриотла воспитани илнине, физкультурăпа спорт енчен пиçĕхсе ÿснине, ытти шкулсенче вĕренекенсемпе килĕшÿллĕ çыхăнусене çирĕплетме пултарнине кăтартрĕç, çамрăк армеецсен юхăмĕн вĕренÿ çулне пĕтĕмлетме май пачĕç.

Вăйăсене 21 команда хутшăнчĕ, вĕсенчен саккăрăшĕ – вăтам, 13-шĕ – пĕтĕмĕш-ле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем.

“Орленок” вăйăра Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Сăкăтри вăтам шкулсен, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕн командисем (йĕркипе шутласа) пĕрремĕш иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. “Зарницăра” Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, (пĕр-ремĕш вырăн), Алманчăри (иккĕмĕш), Треньелĕнчи (виççĕмĕш) шкулсен командисем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Çанталăк сивĕрех пулни те хăратаймарĕ çамрăк армеецсене. Хавас кăмăл, кану, уçланкăра пĕçернĕ салтак апачĕ пурне те килĕшрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 мая 2008
00:00
Поделиться