Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чунĕпе вăл сăвăç та, юрăç та, ÿнерçĕ те…

Кашни çыннăн хăйĕн пултарулăхĕ, ăсталăхĕ, ĕç патне туртăм пулни пур. Тăрăнти Л.Лялькинăн тĕнче курăмĕ анлă. Чунĕпе вăл сăвăç та, юрăç та, ÿнерçĕ те...

Çаксем пурте пĕрле шайлашнăран Леонид Матвеевичăн фотограф ĕçĕ те ăнăçлă пулать. Кашни сăн ÿкерчĕке ÿнерçĕ куçĕпе курса калăплать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ “Манăн тăван ен” ятпа йĕркеленĕ районти сăн ÿкерчĕксен конкурсĕнче унăн ĕçне чи лайăххи, ăнăçли, тарăн шухăшли, вăйлă сюжетли тесе хак панă.

Çулне кура мар вăл пушă вăхăт тупăнсанах сăвă йĕркисене те шăрçалать, çепĕç юрă та хывать, тавралăх илемне шурă хут çине куçарать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 мая 2008
00:00
Поделиться