Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çемье кунĕнче свидетельствăсем илнĕ

Районти çырăнтару керменĕ Çемье кунĕнче кунта килнисене, хăнасене шавлă та хаваслă йăл кулăпа савăнтарнă. Çапла пулма сăлтавĕ те пысăк. Чăн малтанах ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О.Гусарова Шăнкăртамри Фенил Минерасыховичпа Гелия Камиловна Купкеновсен, Мансур Рестемовичпа Зельфия Минхайдяровна Юмаевсен çемйисене çĕнĕ кайăк – хĕр хушăннă ятпа ăшшăн саламланă.

Майăн 15-мĕшĕ тĕлне районта 166 ача çуралнă. Кунта çакна та палăртмалла. Çемье кунĕнче çурални çинчен ĕнентерекен свидетельство илнĕ пĕчĕк чиперккесем – Гузельпе Замира арçын ачапа хĕр ача хушшинчи шайлашăва танлаштарнă. Халĕ вĕсем шăп та лăп пĕр тан: 83 арçын ача, çавăн чухлех хĕр ача.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 мая 2008
00:00
Поделиться