Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вут тухсан куççульпе сÿнтереймĕн

Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕн Б.Н.Ельцинăн 1999 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн апрелĕн 30-мĕшне пирĕн çĕр-шывра çуллен “Раççейри пушар хуралĕн кунĕ” тесе палăртаççĕ. Çак кун тĕлне Турханти психоневрологи интернатĕнче чыслă лару-тăрура 26-мĕш пушар чаçĕн уйрăм постне уçрĕç. Чыслава Чăваш Республикинчи гражданла хÿтĕлев ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, республикăри пушара хирĕçле служба начальникĕ В.Игнатьев, республикăра аннелĕхе сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Кириллов, район пуçлăхĕ Н.Глухов, районти 26-мĕш пушар чаçĕн работникĕсем, Турхан, Аслă Чемен, Çĕньял, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕсем, хуçалăх ертÿçисем хутшăнчĕç.

Уйрăммăн илсен Турханта ку таранччен те хăрушă вут “вăрçипе” кĕрешмелли пункт пурччĕ: пĕри “Хастар” хуçалăхра, тепри Турханти лесничествăри пушарпа хими станцийĕ.

– Вут-кăварпа çыхăннă инкек-синкеке вăхăтра сирсе ярас, пысăк çухатусенчен хăтăлас, сыхланас тĕлĕшпе вырăнсенче уйрăм пушар чаçĕсем уçас ыйтăва Республика Президенчĕ Н.Федоров та пысăк тимлĕх уйăрать. Кашни яла çул илсе çитерес тĕлĕшпе кăларнă Указ та тÿрреммĕнех пушартан вăхăтра сыхланассипех çыхăннă.

Пушар чаçĕн çак çĕнĕ уйрăмне питĕ кĕске тапхăрта, пĕр уйăх çурăра туса пĕтертĕмĕр. Интернатăн бази кун валли çителĕклĕ. Алă айĕнчех талăкĕпе ĕçлекен пушар хуралĕ пулни чăн малтанах пысăк интернат коллективĕшĕн шанчăклă. Инкек-синкекрен Турă сыхлатăр та, тавра ялсемшĕн те меллĕ. Вут тухсан куççульпе çеç сÿнтерейместĕн-çке... Çакă халăхшăн кирлĕ те пысăк, вăхăтлă ĕç тесе шутлатпăр, – терĕ район пуçлăхĕ Николай Глухов хĕрлĕ хăйăва савăнăçлăн каснă май.

Çĕр çинче вут та, шыв та, икĕ тĕрлĕ ырă, икĕ тĕрлĕ усал темелле. Вĕсен вăйĕпе мĕн ĕлĕкех тĕрлĕ сăлтавпа усă курнă. Анчах та патак та икĕ вĕçлĕ тенĕ евĕр, асăрханман чухне инкек йăтăнса анать.

Пирĕн районта вут-çулăмпа кĕрешес ĕçре 3 муниципаллă, 6 ведомство, виçĕ пушарпа хими станци ĕçлеççĕ, халĕ тата пушар чаçĕн уйрăм посчĕ уçăлчĕ. Май пур таран техникине те çĕнетеççĕ, кĕме çук вырăнсенче мотопомпăсемпе усă кураççĕ. Сăмах май каласан, Турхан ял тăрăхĕ пушар чаçĕн уйрăм çĕнĕ постне уçнă кун шăпах пушарниксене кирлĕ çак ĕç хатĕрне парнелерĕ.

– Пушар хыççăн шыв кирлĕ мар теççĕ. Сирĕн служба талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те яланах ĕçе хатĕр, техника юсавлă пултăр. Инкеке парăнтарнăшăн сире çынсем тав туччăр, – вĕçлерĕ калаçăва ЧР гражданла хÿтĕлев ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков Патăрьелсене вут хăрушлăхне сирмелли тепĕр пысăк пост уçăлнă ятпа саламланă май.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2008
00:00
Поделиться