Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăхсем – çаран çинче

Çанталăк кунран-кун ăшăтса пырать. Улăх-çаран та самаях ешерчĕ. Ĕнесене вăй илме, продуктивлăха ÿстерме сĕтеклĕ ешĕл апат кирлине шута илсе хăш-пĕр хуçалăх выльăхсене кĕтĕве кăларчĕ. “Батыревский”, “Исток”, “Жизнь”, “Родина”, “Мир”, “Хастар” “Первомайск”, “Малалла”, “Звезда” хуçалăхсен, улма-çырла питомникĕн ĕнисем курăк çинче çÿреççĕ.

Сăвăм та иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен чакман. Районĕпе кашни ĕнерен талăкра 11, 3 килограмм сĕт сăваççĕ. “Батыревский”, Ленин ячĕллĕ, “Исток” хуçалăхсенчи ĕнесем 25-14, 7 килограмм сĕт антараççĕ. Çав вăхăтрах “Хастар” хуçалăхра талăкри сăвăм 4, 1 килогрампа танлашать.

Çу кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме майсем çителĕклĕ. Кĕтÿçсен ĕçне тĕрĕс йĕркелесен, вĕсене пурлăх енчен хавхалантарсан продукци илессине ÿстерме пулатех. Тăрăшни çеç кирлĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2008
00:00
Поделиться