Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Урхамахсене икĕ талăкран тупнă

Майăн 3-мĕшĕнче çурçĕр çитеспе районти шалти ĕçсен пайне телефонпа тăватă лаша çухални çинчен пĕлтернĕ. Шăхачри А.Узюкинпа Г.Мыловăн, “Трудовик” ял хуçалăх производство кооперативĕн икĕ урхамахĕ Шăхач çывăхĕнче, кĕтÿренех таçта йĕп евĕр çухалнă.

Милици сотрудникĕсем çийĕнчех çак ыйтупа ĕçлеме пикеннĕ. Юлнă ĕç çине юр çăвать теççĕ-çке. Тăрăшни харама кайман. Чĕлхесĕр янаварсене икĕ талăкран пурне те районти пĕр вăрман хуçалăхĕнчи картунтан тупнă, хуçисене тавăрса панă. Выльăхсем ешĕл курăк çине тухнă май, хуçисен вĕсем çухаласран асăрхануллă, тимлĕ пулмалла, çухалнă выльăхсен шăпине пĕлекенсен вара çийĕнчех, вăраха тăсмасăр йĕрке хуралне пĕлтермелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2008
00:00
Поделиться