Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тасалăх – сывлăх çăл куçĕ

2006 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕ “2006-2010 çулсенче Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхне лайăхлатасси” тĕллевлĕ программа йышăннăччĕ. Пур çĕрте те кирлĕ пек пурнăçланать-и-ха вăл; Шел пулин те çав-çавах çитменлĕхсем тĕл пулаççĕ.

Роспотребнадзорăн районти специалисчĕсем Патăрьел, Туçа, Первомайски, Çĕнĕ Ахпÿрт, Сăкăт, Шăнкăртам, Пикшик ял тăрăхĕсенче тирпей-илемшĕн мĕнле тăрăшнине тишкерчĕç. Мĕн кăтăртрĕ-ха тĕрĕслев? Ял сăн-сăпачĕ – кунта пурăнакан халăхăн тĕкĕрĕ. Ăна улăштарасси, культурине аталантарасси, паллах, чăн малтан ертсе пыракансенчен килет. Ку енĕпе Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Р.Купкенов нумай ĕç туса ирттернĕ. Паллах, ватăсем калашле, пĕччен сурнипе кÿлĕ пулаймĕ. Кунта чăн малтан кашни çын хăйĕн тăван ялне, тавралăха юратни, çĕре хисеплени кирлĕ.

Халăх тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе çав-çавах çителĕксĕр ĕçлет. Çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсенче тирпей çине тимлĕх уйăрманни, тасалăха хакламанни курăнчĕ. Хальлĕхе кашни кил, хапха умĕнче йĕрке, тирпей тума çынсен ăнланулăхĕ çитмест-ха. Кирлĕ мар япаласене, çÿп-çапа шăлса урам варрине кăларни вырăнсăр.

Ялсенче вĕсене тăкмалли ятарласа уйăрнă вырăнсем пур. Анчах та халăх унта утма ÿркенет. Яла пырса кĕнĕ çĕрех асфальтлă çулăн икĕ енĕпе ешерекен сип-симĕс çерем çине çÿп-çапа, тимĕр-тăмăра, кивĕ атă-пушмака, хуçалăхри ытти кирлĕ мар ăпăр-тапăра тăкса хăварать.

Патăрьелĕнчи Кепе çырми те çÿп-çап вырăнĕ тейĕн. Хĕлĕн-çăвĕн уйрăм предпринимательсем, хăш-пĕр ĕç коллективĕ унăн çыранĕсене илемсĕрлетеççĕ. Эрех-сăраран пушаннă кĕленчесене тата ыттине унта тăкаççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, санитари правилисене пăхăнманнине шута илсе, кашнинех явап тыттарма пулать. Ял тăрăх пуçлăхĕсен халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатмалла. Тирпей-илеме çулла çеç мар, çулталăкĕпех тытса тăмалла. Тасалăх – сывлăх çăл куçĕ. Çакăн çинчен самантлăха та манас марччĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2008
00:00
Поделиться