Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республикăра кун пек хуçалăх пĕрре

Пасар экономикин тапхăрĕнче чылай хуçалăх çĕнĕлле ĕçлесси çине тирпейлĕн куçаймарĕ. Пурнăç пăрнăçĕнче тĕпсĕр авăра путакансем пулчĕç. Хаксем чылаях ÿсни техникăна çĕнетсе тăма май памарĕ. Халиччен усă кураканнисем кивелсе пычĕç. Ытти тĕрлĕ сăлтав та пулчĕ. Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ вара паян республика, Раççей шайĕнче илес пулсан та кăтартуллисен йышĕнче. Çакă ăна пĕлсе, малашлăха курса ертсе пыракан ертÿçĕ пултарулăхĕнчен килчĕ. Çавна май В.Барышников директорпа сăмах пуçартăмăр. Владимир Ильич çитĕнĕве коллектив вăйĕнче курса хакларĕ, агрономсен, специалистсен, ĕçченсен ĕçне тивĕçлĕ вырăна хучĕ.

Чапĕ кайрĕ инçене

Улма-çырла питомникĕ, кăнтăртисене шута хумасан, Раççейре те пысăкки шутланать. Паллах, тĕмсемпе хунавсем çитĕнтерсе сутнине кура. 439 гектар çĕр пур унăн. 94 гектарне сад йышăнать. 55 гектарĕ çимĕç парать. Иртнĕ çул 2320 центнер панулми пухса кĕртнĕ.

Çырласем 15 гектар çинче ÿсеççĕ. Пĕлтĕр 28 центнер çимĕç пуçтарнă.

Предприяти вăрлăх туса илекен хуçалăх шутланать. Иртнĕ çулхи тухăçран 80 ытла тоннине сутнă. Элита “Эльф” урпана килограмне 10-12-шер тенкĕпе ăсатнă.

Вăрлăх хуçалăхне çĕнетсе пырассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хăйсем килограмĕ 22 тенкĕпе урпа, 24 тенкĕпе кĕрхи тулă супер элита вăрлăхĕсене туянса çур акинче никĕс хывса хăварнă.

Çулленхи ĕç кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Иртнĕ çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене гектартан 28, 6 центнер пухса кĕртнĕ. Çакă планпа пăхнин 114 проценчĕпе танлашать. 105 пин штук сутмалли йывăç хатĕрленĕ. 2006 çулхипе танлантарсан 215 процент чухлĕ. Палăртнă тĕллеврен те иртнĕ, 138 процента çитнĕ. 22, 4 пин хăмла çырлин хунав туратне çитĕнтернĕ. 3 пин штук хурлăхан хунавĕ хатĕрленĕ.

Çĕртен тухăç илес, сутлăх йывăçсемпе тĕмсене лайăх çитĕнтерес тесен тăпрана пулăхлантарса пыни кирлĕ. Çакна асра тытаççĕ предприятинче. Пĕлтĕр 471 пин тенкĕлĕх 80 тонна минераллă удобренисем туяннă. 434 пин тенкĕлĕх ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли химикатсемпе усă курнă.

Уй-хиртен илекен продукци çумне хушма цехран кĕрекенни те пулăш кÿрет. Сăвăнакан ĕнесемпе сыснасем тытаççĕ. Кунта иртнĕ çул 70, 2 тонна сĕт туса илнĕ. Е кашни ĕне пуçне сăвăма 5400 килограма çитернĕ. Сыснасен ÿт хушаслăхĕ 11, 1 тонна, шултра выльăхсен 4, 7 тонна аш-какай панă.

Ир тăракан çерçи тутă пулнă теççĕ. Паян питомникра йывăç тĕмĕсене сутса пĕтернĕпе пĕрех. Çуркунне ир килни те вĕсемшĕн лайăх пулнă. Патăрьелсен хунавĕсене Санкт-Петербургра, Мускавра, Владимирта, Ульяновскинче, Саратовра, Самарăра, Хусанта, вĕсен облаçĕсенче, ют регионсенче кăмăлласах туянаççĕ. Предпринимательсемпе тачă çыхăнура предприяти ĕçченĕсем. Вĕсем йывăç тĕмĕсене хăйсемех килсе илеççĕ.

Çимĕç илмелли хунавсене ÿстерме ăсталăхĕ кирлех. В.Бырышников Раççей шайĕнчи ăсчахсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Орелти, Мускаври, Брянскри, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕсен специалисчĕсемпе канашлать. Раççейри хăмла çырлин сорчĕсене саракан И.Казаков РАСХН член- корреспонденчĕпе, профессорпа çыхăнсах тăрать. Мичуринăн ылтăн медальне тивĕçнĕ вăл. Тепĕр çын та çывăх Владимир Ильичшăн. Е.Седов юлташĕсемпе 54 сорт панулми, 14 сорт груша кăларнă. Ку енĕпе 600 ытла статья çырнă. Иван Васильевичпа иккĕшĕ те кĕнекесем те çырнă.

Йышĕ пĕчĕк.

Ĕçĕ курăмлă

50 çын вăй хурать питомникра. Тинĕс тумлампа тулать тенĕ евĕр, кашнийĕн ĕçĕ предприяти экономикине тĕреклетме пулăшать. Трактор паркĕ пĕлтĕр 3568 эталон-гектар чухлĕ ĕç тунă. Груз турттаракан автомашинăсем 408 пин тонно-километр чупнă.

1901 пин тенкĕ таса тупăш илнинче ертÿçĕ тÿпи тивĕçлĕ шайра пулни каламасăрах паллă. В.Барышников В.Илехметов, В.Ильин, Н.Чернов специалистсен тăрăшулăхне палăртать. Директор вĕсен, А.Седойкин заместительпе тĕп агрономăн, В.Яковлев, Ю.Александров, О.Степанов водительсен, В.Тимофеев, В.Огурцов, Ю.Каррин, А.Огурцов механизаторсен, ытти ĕçченсен ĕçĕпе кăмăллă.

Кадрсем хатĕрлессипе те ĕçлет администраци. Акă, А.Седойкин маларах водительте ĕçлерĕ. Заочно вĕренсе тĕп специалиста куçрĕ. Халĕ Александр Геннадьевич диплом илме хатĕрленет. И.Сурнаева та ĕçленĕ хушăрах пĕлĕвне ял хуçалăх академийĕнче малалла тăсать.

Çуллахи вăхăтра ĕçлекенсен шучĕ ÿсет предприятинче. Халĕ кунта тĕрлĕ ялтан çÿрекенсем пур. Чăваш Ишекĕнчен килекенсене ятарлă автобус турттарать. Ĕç вырăнне те çуран çÿреттермеççĕ. Автобуспа илсе каяççĕ. Кăнтăр апатне столовăйне анаççĕ. Кунта та палăртса хăвармалли пур. Çын мĕнле çиет, çапла ĕçлет теççĕ. Вĕри апат пĕçереççĕ столовăйĕнче. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш... хушма апатсем пур. Аш-какайне хăйсем патĕнче çитĕнтернĕрен ăна пахучĕпех çитереççĕ. Апатшăн тÿлевĕ çукпа пĕрех.

Администраци ĕç хатĕрĕсене тĕреклетессине те тимлĕх уйăрать. Хăйсен вăйĕпе пĕлтĕр 81 пин тенкĕлĕх мотоблок туяннă. “ГАЗель”, “Волга” автомашинăллă пулнă. Алă ĕçне çăмăллатакан ĕç хатĕрĕсене çĕнетсех пыраççĕ. 1665 пин тенкĕ тăракан “Енисей” комбайна туянма кивçен укçа илнĕ.

Тÿлевĕ

хавхалантарать

Çакă савăнтарать. Кунта ĕçлекен кашни çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 7602 тенкĕпе танлашнă. Çакă 2006 çулхи шайран 3519 тенкĕ пысăкрах. Уявсенче премисем парасси йăлана кĕнĕ.

Çителĕклĕ техника, тăрăшуллă ĕç алли ĕç калăпăшне ÿстерме май паратех. Предприяти иртнĕ çул та Тикешсене ака-суха ĕçĕсенче пулăшнăччĕ. Кашни гектар çĕр пуçне унăн хуçисене пĕрер центнер тÿлевсĕр тырăллă, улăмлă тунăччĕ. Пĕр килтен тăватшар, пилĕкшер центнер илнисем те нумайччĕ. Халиччен кунашкалли тивĕçменрен хĕпĕртенĕччĕ ял халăхĕ. Кăçал пулăшу ыйтма пыракансен йышĕ ÿсрĕ. Питомник Тикешре 156 гектар çĕре акса хăварчĕ.

– Тинех пирĕн тĕле те савăнăç çитрĕ. Куршанакпа вĕлтĕрен, ытти çум-курăк пусакан çĕрсене сортлă вăрлăх акса унăн тухăçĕпе тивĕçтерекен тупăнчĕ. Ют кооперативсене килти хушма хуçалăхра тытакан выльăх валли утă-улăм шырама каясси çук. Ял халăхĕшĕн витĕмлĕ пулăшу çакă, – теççĕ унта кăмăлтан.

Хĕвеллĕ çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен утать район халăхĕ питомника. Малтанах хунав-тĕм туянать, унтан çырла татма çÿрет. Утă илес текенсен ыйтăвне те тивĕçтерет. Хаяр сивĕсем пуçланиччен панулми татма пыракан та пур. Ытти чухне вара кунта ĕçлекенсемшĕн те канлĕхлĕ. Администраци улма-çырла питомникне малашне те тĕллевлĕ аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хыватех. Тĕрлĕ продукци çитĕнтерсе реализацилесшĕн вĕсем. Эппин, ăнăçу пултăрах. Çуркунне садра улмуççисем, чиесем, грушăсем çеçке çурнă евĕр çулталăкри кашни кунах ăнăçу кÿтĕр ĕçченсене.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2008
00:00
Поделиться