Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Камалетдиновсен çемйи – район конкурсĕн çĕнтерÿçи

Раççей Федерацийĕпе ят панă кăçалхи Çемье çулталăкне халалласа республикăра та, районта та сахал мар мероприятисем иртеççĕ. Нумай пулмасть çеç республикăра çамрăк çемье клубĕсен тата видеороликсен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Ыхра Çырминчи Камалетдиновсен туслă та ăшă, тарават çамрăк çемйи “Лучшая визитка – видеоролик “Моя семья” номинаципе палăрнă. Вĕсен конкурса хутшăннă видеороликне Чăваш телевиденийĕпе майăн 4-мĕшĕнче “Тăр-тăри” передачăра та кăтартнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2008
00:00
Поделиться