Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх пĕлтернине – Тимлĕх

Уголовлă процесс саккунлăхĕпе, РФ Генеральнăй прокурорĕн преступленисем çинчен пĕлтернисене йышăнасси, шута илесси, татса парасси çинчен калакан приказĕпе никĕсленсе заявленисемпе пĕлтернисене йышăнассине, шута илессине, татса парассине район прокуратури сăнавра тытать.

Дознани органĕ, следователь тунă преступлени е тума хатĕрленнĕ преступлени çинчен пĕлтернине саккунпа килĕшÿллĕн 3 кунран ирттермесĕр тĕрĕслемелле, кăларнă йышăну пирки пĕлтерекене хыпарламалла. Район территорийĕнче кун пек пĕлтерÿсене милици, прокуратура, пристав служби, РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн подразделенийĕнче йышăнаççĕ. Кирек хăш органа та граждансем заявлени пама пултараççĕ.

Район прокуратури çÿлерех асăннă органсене тĕрĕслесех тăрать, пĕлтерÿсене саккунпа килĕшÿллĕн шута илнине пысăк тимлĕх уйăрать. Пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр пĕлтерÿсене шута илменни те пулкалать. Ку вара граждансене тарăхтарать.

Заявленисемпе пĕлтерÿсене ял тăрăх администрацийĕсене те пама юрать. Вĕсем кун пирки район прокуратурине хыпарлаççĕ.

Район прокуратури сăнав ĕçне пурнăçланă май палăртнă кăлтăксем тăрăх акт çырать, айăплисене явап тыттарма ыйту лартать.

Кăçалхи ку тапхăрччен шалĕçпайĕн начальникĕ ячĕпе пĕр представлени тăратнă, ун тăрăх милицин икĕ сотрудникне дисциплина енчен явап тыттарнă.

РФ Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн следстви управленийĕ ячĕпе пĕр представлени тăратнă, пĕр çыннăн дисциплина енĕпе явап тытма тивнĕ. Пушар чаçĕн начальникĕ ячĕпе пĕр представлени пулнă, пĕр çынна явап тыттарнă.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче тата прокуратурăра телефонпа хĕрÿ лини йĕркеленĕ. Тунă е тума хатĕрленекен преступлени çинчен 2-14-92 номерпе талăкĕпех, 2-25-49 номерпе ĕç вăхăтĕнче пĕлтерме пулать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2008
00:00
Поделиться