Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн

Никĕс çирĕп пулсан çурт-йĕр нумай çул хушши ларать. Сывлăх тĕреклĕ пулсан вара мĕн ватăличчен савăнтарать, хавхалану кÿрет. Çыншăн чи пысăк пуянлăха – сывлăха çамрăклах упрама хăнăхтарас тĕллевпе район пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” акци йĕркеленĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе кашни вĕрентÿ учрежденийĕнчех сывлăх урокĕсем ирттернĕ, тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕ йĕркеленĕ. Акцие чи хастар хутшăннă 18 шкултан пур енĕпе те Тутар Сăкăтĕнчи шкул коллективĕ чи кăтартуллă пулни палăрнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2008
00:00
Поделиться