Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăх пуçлăхĕпе – вĕрентÿ урокĕ

Туçари вĕрентÿ центрĕнче историпе обществознани эрни иртнĕ май аслă класра вĕренекенсемпе “Ял: ĕнер, паян, ыран” темăпа анлă урок йĕркеленĕ. Унта ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин та хутшăннă. Николай Алексеевич çамрăксем умĕнче ял пуласлăхĕ, тирпей-илемĕ, капăрлăхĕ, çак ыйтусене татса панă чухне яш-кĕрĕмĕн витĕмĕ, пулăшăвĕ пирки сăмах пуçарнă, вĕсемпе уçă калаçу йĕркеленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 мая 2008
00:00
Поделиться