Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вулавăш ĕçченĕсем – ваттисен çуртĕнче

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Ырă ĕçсен çулталăкĕпе çыхăннă Указне пурнăçласа Патăрьелĕнчи тĕслĕх-вулавăш ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕрен пархатарлă ĕçсем тума тăрăшаççĕ. Акă, сăмахран, “Çуркуннехи ырă ĕçсен эрни” акцие хутшăнса библиотека работникĕсем Патăрьелĕнчи ваттисен çуртĕнче пулнă, вĕсене чăвашла тĕрлĕрен кĕнеке парнеленĕ. Библиотека директорĕ Н.Исаевăпа Н.Ракова библиотекарь чăвашсен паллă просветителĕ И.Я.Яковлевăн “Халалĕпе” паллаштарнă, ватă çынсен паянхи çамрăксене чĕнсе каланă шухăшĕсене итленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 мая 2008
00:00
Поделиться