Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрçă паттăрĕ ячĕпе – турнир

Улттăмĕш çул ĕнтĕ Çуркуннепе Ĕç уявĕнче Çĕньял ял тăрăхĕнче Чечен вăрçинче пуç хунă Александр Исаевич Езюкова асăнса мини-футболла выляссипе ăмăрту йĕркелеççĕ. Турнира Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчен те икĕ команда хутшăннă.

Пилĕк ушкăнтан Çĕньялти вăтам шкул выпускникĕсем паттăр салтак ячĕпе хатĕрленĕ куçса çÿрекен кубока тивĕçнĕ. Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ С.Живов тата Н.Киркин “Чи лайăх тапăнса вылякан”, П. Езюков “Чи лайăх вратарь” номинацисемпе палăрса уйрăм парнесене илнĕ. Турнир çивĕч кĕрешÿре те, кăмăллă та иртнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 мая 2008
00:00
Поделиться