Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Общество

Ача тата вут-кăвар Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн “Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен служби” патшалăх учрежденийĕ апрелĕн 21 – майăн 21-мĕшĕсенче ачасен вăййине пула тухакан пушарсене хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх ирттерет. Çак уйăхлăха хутшăнса пушар хуралĕн, ВДПО ĕçченĕсем кашни шкула çитсе ачасемпе калаçусем ирттерчĕç, ачасене шăрпăкпа выляни мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнлантарчĕç. 2007 çулта ачасем вут-кăварпа вылянине пула Чăваш Республикинче 69 пушар тухнă, вут-çулăмра 4 ачан пурнăçĕ татăлнă. Пирĕн районта та çак инкеке пула 2 пушар пулчĕ.

Ачасен çитĕннисем пек пулас йăла пур. Алăра йăлкăшса çунакан çулăм та илĕртет пĕчĕкскерсене. Çав çулăм вăрттăнлăхне пĕлес килет-çке ачан. Çавна вара вăл яланах ашшĕ-амăшĕ çук чухне, пĕр-пĕр çĕре пытанса, никам чăрмантарман чухне тума тăрăшать. Ачасем вут-çулăмра пурнăçран уйрăлни – пысăк хуйхă, анчах ку çитĕннисенчен те нумай килет. Вĕсен айăпĕпе пирĕн пуласлăхăн пĕр пĕчĕк пайĕ шутсăр хаклă пуянлăх çунса каять. Шăпăрлансене вут-кăварпа выляма чармаллине, вĕсене килте хăйсем тĕллĕн хăвармалла маррине ашшĕ-амăшĕн пĕлмеллех. Çакна та манмалла мар: ачана килте кĕске вăхăтлăха та пулин пĕччен хăварма тивет пулсан, шăрпăка пытармалла, счетчик пробкине свет çутмалла мар тумалла, электроприборсемпе, газ приборĕсемпе усă курма памалла мар, килте вут хутнă вăхăтра та ачана кăмакана пăхма хушса хăвармалла мар. Пĕчĕк асăрханусăрлăх пысăк инкек патне илсе пыма пултарнине яланах асра тытмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 мая 2008
00:00
Поделиться