Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кошкинсен çемйин ĕç стажĕ 720 çул!

Майăн 1-мĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи Кошкинсен çемйи К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чи лайăх ĕç династийĕсен улттăмĕш слетне хутшăннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле ял хуçалăхĕнчи ĕç стажĕ – 720 çул! Ĕç династийĕн çирĕп никĕсне хываканĕ Гаврил Егорович Кошкин пулнă. Вăл 40 çул тракторист пулса ĕçленĕ.

Хальхи вăхăтра çемье династийĕн пуçлăхĕ Борис Гаврилович Кошкин вăтам звено ертÿçинче 48 çул тăрăшнă. Вунă çултанах явăçнă вăл колхоз ĕçне. Кăтартуллă ĕçшĕн чылай парнене, Хисеп хучĕсене илме тивĕçнĕ. Амăшĕ те, мăшăрĕ те, аппăшĕ-пиччĕшĕсем те хуçалăхра ĕçлесех ят-сум çĕнсе илнĕ.

Паян вара вĕсен пархатарлă ĕçне ывăлĕсем, кинĕсемпе кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 мая 2008
00:00
Поделиться