Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çăмăл атлетсем старта тăнă

Еншикре спорт мастерĕ хамăрăн ентеш Фаина Краснова призне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсем старта тăнă. Спортсменсене йăлана кĕнĕ ăмăртăва ăнăçлă ирттерсе яма ЧР Физкультура, спорт, туризм министрĕ А.Николаев, район пуçлăхĕ Н.Глухов ырă суннă.

Çивĕч тупăшура Аслă Чемен тата Нăрваш Шăхаль çăмăл атлечĕсем чи лайăх вăхăт кăтартакансем пулнă. Виççĕмĕш вырăнта – Пикшик ял тăрăх спортсме-нĕсем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 мая 2008
00:00
Поделиться