Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сител хĕрĕсен малашлăхĕ пысăк

Хальхи вăхăтра Сител ялĕнчен Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре икĕ хĕр ача вĕренеççĕ. Вĕсем апрелĕн 25-27-мĕшĕсенче Краснодар крайĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсемпе йĕркеленĕ Раççей чемпионатĕнче ăнăçлă кĕрешнĕ. Алевтина Лисицына хăйĕнпе пĕр виçеллисем хушшинче пĕрремĕш, Мария Соколова иккĕмĕш вырăна тухнă. Алевтина çак чемпионатран тÿрех Мускав облаçĕнчи Чехов хулине кайса тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хатĕрленет.

Сител хĕрĕсен спортри пулас çитĕнĕвĕ куç кĕретех. Çакăншăн чăн малтан вĕсен пĕрремĕш тренерне Мевлет Зейнетдинова тав тумалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2008
00:00
Поделиться