Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Николай Табаков – ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ

Çак кунсенче районта организаципе предприятисем хушшинче профессилле ăсталăха тĕпе хурса ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалистне палăртас тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурс комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă.

Район пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ конкурсра ĕç эффективлăхĕпе пахалăхне ÿстерес, хăрушсăрлăх условийĕсене туса хурас, ĕçлекенсене мĕн пур услови туса парас тата ытти енсемпе те ырă кăтарту тунăшăн Чăваш Республикинчи “Волга телеком” МУЭС ОАО-ри ĕç сыхлавĕн специалистне – Николай Павлович Табакова “Районти ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ” тесе йышăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2008
00:00
Поделиться