Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурса ентеш-сăвăçа халалланă

Чăвашсен паллă сăвăçне, сăмах ăстине, ентешĕмĕре Раиса Сарпине халалласа районта çулсеренех сăвă калакансен конкурсне йĕркелеççĕ. Йăлана кĕнĕ меро-прияти кăçал тăххăрмĕш хут иртнĕ. Районти вунпĕр шкултан тăхăрвунă ача хутшăннă асăннă конкурса. Çамрăк “артистсене” хак паракан комиссинче автор хăй те пулнă. Нăрваш Шăхалĕнчи Т.Жегалина, Н.Максимова, Туçари А.Табакова пултарулăхне, сăвă вулас маçтăрлăхне уйрăмах пысăка хурса хакланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2008
00:00
Поделиться