Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Казахстанри ентешĕм

 

2003 çултах çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчи “Авангард” хаçатра Упамсара çуралнă Пятаков Николай Ильичăн вырăсла çырнă виçĕ сăввине чăвашла куçарса пичетленĕччĕ.

Тепĕр çул “Калем” издательство кăларнă иккĕмĕш кĕнекере те çак сăвăсем вырăн тупнăччĕ. Кĕскен кăна сăвăçи çинчен те çырса кăтартнăччĕ. 1938 çулта çуралнăскер, ялти 7 çул тата Турханти вăтам шкулсене пĕтернĕ хыççăн, вăл вăхăтри мухтавлă “Красная поляна” колхозра вăй хума пикенет. ВЛКСМ комитечĕн членĕ ялти çамрăксен драмкружокне ăнăçлă ертсе пырать. 1959 çулта шăпа ăна юратнă ялтан тухса кайма хистет. Çавăнтанпа вăл Казахстанра: малтан çĕнĕ çĕрсене уçнă çĕрте, 1963 çултанпа 32 çул таран Джезказганри пăхăр шăратакан заводра чи яваплă ĕçсенче вăй хурать. Темле ĕçсене те тума пĕлнипе заводра ăна “механик” ятпа пĕлнĕ, чĕннĕ. Обществăлла ĕçсенче пĕтĕм хулипех палăрнă. Хулари “Слиток” ятлă литература пĕрлешĕвĕн хастар членĕ пулса унти хаçат-журналта пичетленсех тăрать. Николай Ильич часах 70 çул тултарать. Çав вăхăтра унăн сăвă кĕнеки тухмалла тата ун ячĕпе творчествăллă каç иртмелле. Çак ятпа ют çĕр-шывра та чăваш ятне çÿлте тытма пултаракан хамăр янташа район хаçачĕ урлах саламласа пысăк çитĕнÿсем сунасчĕ. Аяларах – унăн чăвашла куçарнă сăвви.

Сансăр пурнăç тем çитмен пек

 

Тăлăхла йăлтах вĕреннĕ

Пурнăçра пулма çÿлте.

Пĕчĕклех анне вĕрентнĕ –

Ырри пултăрччĕ пирте:

“Çынсенче пурах йăх-яхлăх –

Ан çыхлан эс, ан вăрла.

Хыт кукарлăх та хурахлăх –

Унпала та ан варлан.

Чулпала-и ывăтаççĕ –

Пăрах хирĕç хулă çеç.

Кун пек чух ÿс çирĕп, теççĕ,

Маттур каччă пул эс, теç.

Аскăнра чупса ан ашкăн –

Чап-мухтав унта çуках.

Тасалми хăрушă юшкăн

Ачама ан çыпçăнах.

Санпала çынсем мухтанччăр,

Эс çĕкле ÿкнисене.

Ватти те вĕтти тус пулччăр,

Телей кÿр эс вĕсене.

Таса пултăр ÿсĕм çулĕ,

Йăпăлти пулса ан ут.

Çынсене тин усă пулĕ,

Усал шухăш пултăр ют.

Аллу çулçă та ан таттăр,

Çывăх пул çут тĕнчепе.

Туслăх, пурнăç тапса тăтăр

Санра ĕмĕр тăршшĕпех.

Çакăнтан хакли те çук-тăр

Пур этемшĕн пурнăçра.

Чĕрÿнте ялан вăл çунтăр

Чи кирли – юратура.

Юратусăр пурăнаймăн –

Пушă, нишлĕ çут тĕнче.

Пурăнса та тăранаймăн –

Вăл пур чух чун тĕпĕнче”.

Сан тутусемпе ĕçесчĕ

Ĕмĕрех тин юхнă пыл.

Вилнине эс ан пĕлесчĕ,

Яланах пĕрле эс пул.

Анне, эсĕ вĕренмен те,

Пуринчен анчах ăсли.

Сансăр пурнăç тем çитмен пек,

Паллах мар пек çул асли.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2008
00:00
Поделиться