Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Учительсен пуçарăвĕпе – Иван Яковлев çĕр-шывне

Нăрваш Шăхалĕнчи шкулти “Малтанхи утăмсем”, “Краеведение” кружоксен членĕсем Н.Павлова тата Н.Матвеева учительницăсем ертсе пынипе чăвашсен паллă просветителĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă яла – Тутар Республикинчи Кăнна Кушкине çитсе курнă. Инçе çул çÿрев И.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнипе çыхăннă. Кружок членĕсем ялти пуян музейпа паллашнă, часовньăра пулнă, ял-йышпа курса калаçнă. Çул çÿрев пурин чĕринче те тарăн йĕр хăварнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 апреля 2008
00:00
Поделиться