Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Милици ĕçе пĕтĕмлетрĕ

Патăрьелĕнчи шалти ĕçсен па-йĕнче 2008 çулхи пĕрремĕш квартал итогĕсемпе канашлу иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Ю.Фуражников хутшăннă.

Тĕп доклада шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ милици подполковникĕ Н.Ванин тунă. Унсăр пуçне криминаллă милици начальникĕн С.Измуковăн, обществăллă хăрушсăрлăх милици начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Алексеевăн, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн А.Купташкинăн, çул çитмен çамрăксен уйрăмĕн инспекторĕн В.Уруковăн, следстви пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Караман отчечĕсене те итленĕ.

РФ тата ЧР шалти ĕçсен министерствисен, прокуратура, райшалĕçпайĕн кăтартăвĕсенчен тухса тăнă организациллĕ тата практикăллă ĕçсене пурнăçлас, ĕçĕн эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе ырă улшăнусем пур. Районта питĕ йывăр преступленисем вăл шутра вĕлернисем, çын сывлăхне юри шухăшласа сиенлени, пусмăрлани, хăрушла тапăнни, автомототранспорт, выльăх вăрлани пулман. Хваттер çаратни, обществăллă вырăнта преступлени туни чакнă (кăçал 6, пĕлтĕр 10). Ÿсĕрпе преступлени тăвасси те сахалланнă (кăçал 2, пĕлтĕр 10). Йывăр преступленисене, вăрланине, хуçалăхсенчен япала çаратнине, карас телефонĕсем вăрланине, çул-йĕр правилисене пăснисене уçса панă.

Преступленисене уçса парасси 94, 9 процента çитнĕ е 1, 7 процент ÿснĕ. Çын япалине вăрланине уçса парасси 2, 5 процент, обществăллă вырăнта преступлени тунине уçса парасси 3, 3 процент лайăхланнă. Талăк хушшинчи дежурствăра пулнă преступленисене уçса парасси 94, 4 процента çитнĕ. Çухалнă çынсене тупасси, административлă саккунлăха пăснисене палăртасси аванланнă.

Апла пулин те, палăртнă канашлура, шалĕçпайĕ оперативлă лару-тăрăва лайăхлатмашкăн ыйтнине туллин тивĕçтереймест-ха. Акă, тĕслĕхрен, унч-чен судпа айăпланнисем, ушкăнпа преступлени туни ÿснĕ, экономикăри преступленисене, “Шырав” ушкăн преступленисене уçса парасси япăхрах пырать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2008
00:00
Поделиться