Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малта – пулас трактористсем

Патăрьелĕнчи 7-мĕш профучилищĕре 1990 çулта çуралнă арçын ачасем хушшинче пляж волейболĕ енĕпе район чемпионачĕ иртрĕ.

Çивĕч тупăшура училищĕн пĕрремĕш команди çĕнтерчĕ. Район чемпионĕ ятне пулас трактористсем Р.Багманов, А.Медведев, Ю.Пласкин çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – 7-мĕш училищĕн иккĕмĕш команди, виççĕмĕшĕнче – Алманчă шкулĕн спортсменĕсем.

Юлашки çулсенче училищĕре волейбол спорчĕ сулмаклăн аталанса пырать. Ку енĕпе ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн В.Волковăн тÿпи те пысăк.

Çакна каласа хăварас килет. Районти чылай шкулсенче спортзал пур. Çавна май волейбол спортне аталантарма йывăр мар. Шел пулин те, шкул ачисем хушшинче волейбола юратакансем нумайланни туйăнмасть.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2008
00:00
Поделиться