Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни çемье уйрăлса тăрать илемпе

Çак кунсенче Çемье çулталăкне халалласа Тури Чакăри культура çуртĕнче хăйне евĕр уяв-чыслав йĕркеленĕ. Мероприятине чи кăсăклă та ĕçчен, пултаруллă, ырă тĕслĕхлĕ çемьесене йыхравланă. Вĕсенчен пĕри “Çулталăкри чи лайăх çемье” ятне çĕнсе илнĕ, республикăри конкурса хутшăнма тивĕçнĕ Медведевсен туслă çемйи.

Унсăр пуçне чыславра Миронскисен (Кĕçĕн Чемен), Михайловсен (Тури Чакă) ĕçлĕхлĕ çемйисем пулнă. Вĕсен пĕрисен 6, теприсен 5 ача. Аслă Чементи Фроловсен çемйине ырă кăмăллăхпа, ăшăлăхпа уйрăлса тăнине палăртмалла. Екатерина вĕсемшĕн тăванран та тăван хĕр евĕрех çитĕнет.

Матросовсемпе Волковсем (Тури Чакă) ылтăн туйĕсене паллă тунă, Петрпа Галина Фроловсен çемйине иккĕмĕш ача – Алиса хутшăннă... Кашнийĕн хăйне евĕр паллă. Çемье кунĕ ячĕпе вĕсене пурне те социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ф.Майорова саламланă, пурне те ăшпиллĕх суннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2008
00:00
Поделиться