Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ИВАН ЯКОВЛЕВ ĔМĔТЛЕННИ ПУРНĂÇЛАННĂ

Вулаканăма паллаштарас тенĕ шкул Патăрьел районĕнче чи лайăххи шутланать. Пĕлÿ шайĕпе те, тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнас енĕпе те, спорт çитĕнĕвĕсемпе те палăрать вăл. Сăмахăм Аслă Арапуçĕнчи Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен вĕрентÿ центрĕ пирки. Унăн ĕç-хĕлĕпе паллаштариччен истори страницине уçса пăхар-ха.

Хурал пÿртĕнчен - виçĕ хутлă çурта

Асăннă ялта шкул 1892 çулта уçăлнă. Ун чухне вăл хурал пÿртĕнче вырнаçнă. Шкул историйĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх училищисен инспекторĕнче вăй хунă И.Н.Ульяновпа çыхăннă. Хăйне инспектора лартсанах вăл Хусан вĕрентÿ округĕн попечителĕ патне Чăваш тăрăхĕнче чăн малтан Хутар тата Аслă Арапуç ялĕсенче арçын ачасемпе хĕрачасене пĕлÿ памалли училищĕсем уçас ыйтупа тухнă. Анчах унăн ĕмĕчĕ хăй çĕре кĕнĕ хыççăн çеç - 1897 çулта - пурнăçланнă. Çав çул Аслă Арапуçĕнче Илья Николаевич ĕмĕтленнĕ пекех 2 класлă министерство училищи уçма палăртнă. Çуртне 1912 çулта туса лартнă. Ăна уçма чăваш шкулĕсен инспекторĕ И.Я.Яковлев килнĕ. Аслă Арапуçсем каласа панă тăрăх, Иван Яковлевича килте тĕртнĕ кавир сарса кĕтсе илнĕ. Сарă акацисен аллейипе иртсе вăл шкул çуртне кĕнĕ. Тĕрĕссипе, ун чухне асăннă тăрăхра акацисем пулман. Вĕсене ятарласа Чĕмпĕр облаçне кайса илнĕ. Акацисене училище тата унăн пахчи тавра та ĕрчетнĕ. Сăмах май, 2 класлă училищĕпе пĕрлех ун чухне вĕрентекенсем валли виçĕ хваттерлĕ çурт та хута янă. Унта шыв та кĕртнĕ, канализаци те йĕркеленĕ. Шкул хваттерĕ таврашĕнче те сарă акацисем çитĕнтернĕ. Учительсене 20-25 сотка таран çĕр уйăрса панă.

И.Я.Яковлев уçнă училище çурчĕ Аслă Арапуçĕнче паянхи кунчченех упранса юлнă. Музей çурчĕ шутланать вăл. Маларах пĕр тапхăр унта литературăпа тавра пĕлÿ музейĕ вырнаçнă. Халĕ экспонатсене кивĕ шкулăн столовăй çуртне куçарнă. Эпир музей ертÿçипе Яков Степановпа Иван Яковлевич уçнă шкул çуртне кĕрсе куртăмăр. Хăй вăхăтĕнче таврара чи хитри шутланнăскер, халĕ тăлăххăн, кичеммĕн курăнать вăл. Чÿречисене çĕмĕрсе пĕтернĕ, шалта таса мар, тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Урайĕнче тĕрлĕ хут выртать, çурт тăрринчен шыв анни палăрать.

“Ку çурта ни пăстармарĕç, ни юсав ĕçĕсем ирттермерĕç. Ни укçи-тенкине уйăрасшăн мар”, - пăшăрханăвне пытармарĕ Яков Михайлович.

Сăмах май, Иван Яковлевич Хусан вĕрентÿ округĕн инспекторĕнче ĕçленĕ тапхăрта Хусан, Чĕмпĕр, Самар кĕпĕрнисенче /Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпÿ, Теччĕ, Спас, Пăва, Чĕмпĕр, Сызрань, Кăрмăш уесĕсенче/ пурĕ 35 шкул уçнă. Вĕсенчен 20-мĕшĕ - Чăваш Республикинче. Çĕнĕлле ĕçлекен пĕлÿ çурчĕ

АСЛĂ Арапуçĕнчи вĕрентÿ центрĕ Иван Яковлевич ĕмĕт-леннĕ шкул шайне çĕкленейнĕ-и? Мĕнле çĕнĕлĕхсем пур асăннă вĕрентÿ учрежденийĕнче? Кун пирки каласа пама Аслă Арапуçĕнчи вĕрентÿ центрĕн директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Вера Дикина килĕшрĕ. Вера Петровна пĕлтернĕ тăрăх, асăннă центра 16 ял ачи çÿрет. Пурĕ 365 вĕренекен. Маларах Аслă Арапуç шкулĕнче 1200 ача пĕлÿ илнĕ.

2001 çулта çĕнĕ пĕлÿ çурчĕ хута кайнă кунта. Çав çулах ăна Митта Ваçлейĕн ятне панă. Сăмах май, вĕрентÿ центрĕнче Александра Деверинская ячĕллĕ спорт шкулĕ те аван ĕçлет.

“Пирĕн вĕренекенсем тăваттăмĕш çул ĕнтĕ районти спартакиадăра 1-мĕш вырăн йышăнаççĕ. Центр уйрăмлăхĕ - профильлĕ пĕлÿ парас енĕпе ĕçлени. Арçын ачасем - тракториста, хĕрачасем çĕвĕçе вĕренеççĕ. Çак тĕллевпех аслă классенче пĕлÿ илекенсене Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищине илсе çÿретпĕр. Ачасем пурнăç çулне, профессие тĕрĕс суйласа илччĕр тесе вĕрентÿ центрĕнче Надежда Сорокина психолог нумай ĕçлет”, - каласа парать Вера Петровна.

Вĕрентÿ центрĕнче химипе биологи, математикăпа физика предмечĕсемпе тарăн пĕлÿ параççĕ. Сăмахран, химие 7-мĕш класранпах вĕренме пуçлаççĕ. Программăпа вара ку предметпа 8-мĕшĕнче пĕлÿ пама тытăнмалла. Пĕтĕмлетсе каласан вĕренекенсене техника енĕпе пĕлÿ паракан аслă шкулсене, химипе медицина, юридиципе экономика факультечĕсене вĕренме кĕмешкĕн тĕллевлĕ хатĕрлеççĕ. Тĕп хулари аслă шкулсенчи преподавательсем математикăпа, биологипе тата вырăс чĕлхипе занятисем ирттерме кунта ятарласа килеççĕ.

“Пирĕн центр ачасене пĕлÿ парас ĕçе нумай çĕнĕлĕх кĕртнĕшĕн Раççей Президенчĕн грантне те /миллион тенкĕ/ çĕнсе илчĕ. Çав укçа-тенкĕпе усă курса çĕнĕ технологи, спорт инвентарĕ, сĕтел-пукан, 6 мультимеди проекчĕ, компьютерсем туянтăмăр. Вĕрентÿ центрĕнче икĕ компьютер класĕ, 30 ытла компьютер. Пурĕ 40 вĕрентекен ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми вăй хурать”, - паллаштарать Вера Дикина. Сăмах май, Вера Петровна асăннă центрта 17 çул ĕçлет, математика вĕрентет. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара виçĕ теçеткерен те каçнă.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Сорокина пуçарнипе 4 çул ĕнтĕ “Çăл куç” фольклор ансамблĕ ăнăçлă ĕçлет. Патăрьелĕнчи пултарулăх çурчĕн кружокĕ шутланать-мĕн вăл. Ăсталăха туптамалли вырăн - Аслă Арапуçĕнчи вĕрентÿ центрĕ. Вера Петровна пĕлтернĕ тăрăх, ансамбле 6, 7-мĕш классенче вĕренекен 25 ача çÿрет. Тумĕсене ялти çĕвĕç Надежда Афанасьева çĕлесе панă. Тухйисене ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ачасем хăйсемех ăсталанă.

Асăннă кружока çÿрекенсене Елена Федоровна чăваш халăх юррисене, ташшисене вĕрентет. Вăл хăй те купăс калать, сăвăсем шăрçалать. Çав вăхăтрах Патăрьелĕнчи тĕслĕх библиотека çумĕнчи “Мехел” кружока çÿреме те вăхăт тупать.

“Эпĕ ачасене чăваш факультетне кăна мар, музыка училищине вĕренме кĕмешкĕн те хатĕрлетĕп. Сăмахран, пирĕн патран тухнă Алексей Казанцевпа Александр Сорокин халь Шупашкарти музыка училищинче 1, 2-мĕш курссенче пĕлÿ илеççĕ.

Хальхи вăхăтра “Çăл куç” ансамбльте 6-мĕш класра вĕренекен Евгений Даниловпа 7-мĕшĕнчи Николай Верликов - ăста купăсçăсем.

Çитес вăхăтрах фольклор ансамбльне “Арапуç” ят парасшăн эпир. Мĕншĕн тесен ялта аслисен “Çăл куç” ансамблĕ пур”, - пытармарĕ Елена Сорокина.

Фольклор ансамбльне çÿрекенсем час-часах Шупашкарта ирттерекен тĕрлĕ конкурс-уява та хутшăнаççĕ. Çав вăхăтрах хăйсен вĕрентÿ центрĕнче пысăк мероприятисем йĕркелеççĕ. Сăмахран, кунта Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине, Ваçлей Давыдов-Анатрин 90 çулне халалласа сăвă вулакансен конкурсĕсене ирттернĕ.

Хальхи вĕрентекенсем чăваш хаçачĕсене питех çырăнманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вера Дикина вара ман шухăша хирĕçлесе Аслă Арапуçсем чăвашла вулама юратни пирки систерчĕ. Шкулти вĕрентекенрен чылайăшĕ “Хыпара” çырăннă-мĕн. Вĕрентÿ центрне те килсе тăрать вăл. Май тупса ăна ытларах та çырăнма шантарчĕ вăл. Аванччĕ те!

Аслă Арапуçĕнчи вĕрентÿ центрĕ, ман шутпа, Иван Яковлевич Яковлев ĕмĕтленнĕ шкул шайне чăнласах çĕкленнĕ. Кунта чăваш чĕлхине юратма вĕрентеççĕ, мĕн пур предметпа тарăн пĕлÿ параççĕ, çав вăхăтрах пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ, ачасене малашлăха çул уçса параççĕ.




"Хыпар"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться