Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă патриархăмăрăн ĕçĕсем вилĕмсĕр

Чăвашлăха тĕттĕмлĕх лакăмĕнчен туртса кăларас тесе ырми-канми тăрăшнă, тăван халăхăмăр валли вышкайсăр пысăк ĕçсем туса хăварнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа ыран мар тепĕр кун 160 çул çитет. Чаплă юбилея Чăваш Енре кăна мар, вăл çуралнă Тутар Республикинче, Чĕмпĕрте, Мускавра та паллă тăвĕç. Тĕрĕссипе уяв саман-чĕсем чылай маларах та пуçланчĕç. Кашни кунах чаплă Вĕрентекенĕмĕр ячĕпе сумлă мероприятисем иртеççĕ. Чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич çуралнă кунĕпе пĕрле 1992 çултанпа Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.

Унăн ĕçĕсем вилĕмсĕр. Вăл наци валли питех те пĕлтерĕшлĕ çырнă тĕп докуменчĕ, паллах, чăваш халăхне панă Халал. Çак йĕркесене ăша хывса пурăнсан обществăра та, çемьере те килĕ-шÿпе çураçу хуçаланĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2008
00:00
Поделиться