Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Водительсемпе калаçмалли, сÿтсе явмалли пайтах

Районта çулсеренех автомототранспортсен шучĕ ÿссе пырать. Районти ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тăхăр пине яхăн техника шутра. Çакна паян çула тухакан кашни çынах туйма, сисме пултарать. Техника куçăмĕ питĕ пысăк.

Водительсемпе çул çинчи хăрушсăрлăх, вăя кĕнĕ çĕнĕ саккунсем çинчен калаçас, тивĕçлисене тав тăвас, саламлас тĕллевпе çулсеренех çак вăхăталла пысăк пуху йĕркелеççĕ. Çитес эрнекун вĕсем çак тĕллевпе районти культурăпа кану центрне пуçтарăнĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться