Тар тăксассăн çуркунне Тухăç пулĕ кĕркунне
Çак ытарлă сăмахсене “Батыревский” хупă акционерсен пĕрлешĕвĕнче яланах асра тытаççĕ. Кăçалхи тухăçшăн иртнĕ кĕркуннех кĕрешме пуçланă кунта.
Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче хуçалăхра çĕр улми лартма тытăннă. Пĕрремĕш кунах çак ĕçе
Эпир пынă вăхăтра уйра ĕç вĕресе тăратчĕ. Борис Стеклов, Валерий Раков агрегачĕсем доминаторпа çĕре кăпкалатса тикĕслеççĕ. Юрий Арлановпа Александр Пыркин механизаторсем “Колнаг” агрегатпа çĕр улми лартатчĕç. Сеяльщикĕсем те вăр-вар ĕçлеççĕ. Тÿп-тÿрĕ, тикĕс йăрансем куçа илĕртеççĕ.
– Савăнсах ĕçлес килет, – терĕ Юрий Анатольевич механизатор. – Техника çĕнĕ, удобренипе, вăрлăхпа пĕр чăрмавсăр тивĕçтереççĕ.
Акана хутшăнакансен хастарлăхĕ чăннипех те пысăк. Николай Журавлев, Геннадий Жидков, Александр Ресметов, Андрей Молостов водительсем çĕр улми вăрлăхне йĕтем çинчен уя турттарса тăраççĕ. Станислав Сулагаев ГАЗ-53 автомашинăпа, Амир Яфизов МТЗ-80 тракторпа удобрени кÿреççĕ. Кашниех вăхăтпа туллин усă курма тăрăшать.
– Сортсене çĕнетсех тăратпăр. “Романо”, “Нев-ский”, “Ароза” сортсемпе ĕçлетпĕр. Кăçал “Розаро” та лартасшăн. “Иккĕмĕш çăкăра” çĕнĕ технологипе çитĕн-терме вĕренсе çитрĕмĕр. Лартнă чухнех удобренипе варăнтарса, гербицидпа имçамласа, колорадо нăрри сиенлесрен “Актара” препарат сапса пыратпăр. Çак операцисене йăлтах “Колнаг” агрегат пурнăçлать, – хуçалăхри ĕçсемпе паллаштарчĕ Галина Ивановна Лялина тĕп агроном. 27 çул хушшинче хуçалăх уйĕсене çывăх пĕлсе çитнĕ вăл, опычĕ те пысăк.
Ĕçне кура – тÿлевĕ. Акана хутшăнакансем иртнĕ çул 23-шер пин тенкĕ ĕç укçи илнĕ. Кăçалхи ĕмĕчĕсем те пысăк.
– Çанталăк чипер тăрсан çĕр улми лартассине 10-12 кунра вĕçлетпĕр, – теççĕ çĕр ĕçченĕсем.