Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕрлĕ чиртен – лимон

Ватлăх савнăç мар. Чир-чĕрĕ те çыпăçма пăхать. Ыйхă та килмест. Халăх медицинипе хăшĕ-пĕринчен лимонпа сиплемелли мелсем пуррине илтнĕччĕ. Çырса кăтартаймăр-ши? О.ВАСИЛЬЕВА.

Кунĕпех лайăх кăмăллă пулас тесен ирхине выçварла пĕр чей кашăкĕ лимонl сĕткенĕ, çавăн чухлех ăшăтнă шыв тата пĕр апат кашăкĕ тип çу хутăшне ĕçме сĕнеççĕ.

Тарăна кайнă ÿслĕк чухне 1 лимона вăйсăр çулăм çинче 10 минут пĕçерсеl сĕткенне кăлармалла, унта 2 апат кашăкĕ глицерин ярса пăтратмалла, стакан туличчен ăшăтнă е шĕвĕ пыл хушмалла. Енчен те каçхине ÿсĕретĕр пулсан, хутăша 1 чей кашăкĕ чухлĕ çывăрас умĕн тата çавăн чухлех çĕрле ĕçмелле. Ÿслĕк вăйлă чухне ирхине, кăнтăрлахи апат умĕн, каçхи апат хыççăн тата çывăрас умĕн ĕçмелле. Ÿслĕк иртсе пынăçемĕн сахалрах ĕçмелле. Хутăша сивĕрех вырăнта (холодильникра мар!) упрамалла. Усă куриччен силлесе илмелле.

Гипертони чухне 2 апат кашăкĕ типĕтнĕ (е 4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрри) лимонl хуппи çине 2 стакан шыв ярса вăйсăр çулăм çинче хупă савăтра çур сехет тытмалла, унтан 10 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Ăна çуршар стакан кунне 3 хутчен апат умĕн çур сехет малтан ĕçмелле.

Япăх çывăрнă чухне çывăрас умĕн вăтам виçеллĕ 1 лимон сĕткенне 2 чей кашăкĕl пылпа хутăштарса ĕçме сĕнеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться