Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район пуçлăхĕн призĕ – училище командине

Патăрьелĕнчи организацисемпе предприятисем хушшинче район пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн волейбол ăстисен финал вăййи иртнĕ. Унта район центрĕнчи 16 предприяти команди хутшăннă. Волейболистсем пĕринчен тепри маттур, ăста вылянă. Кирек мĕнле тупăшура та вăйлинчен вăйлисем палăраççĕ, çĕнтереççĕ. Асăннă ăмăртура район пуçлăхĕн призне професси училищин команди çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн, виççĕмĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул командисем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться