Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Павлик – милицин çамрăк тусĕ

Туçари вĕрентÿ центрĕнчи Павел Кузнецов кĕçĕн класра çеç вĕренет-ха. Çапах та вăл шкул пурнăçне, кунта иртекен мероприятисене хастар хутшăнать. Çак кунсенче çеç, акă, вăл республикăра çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе йĕркеленĕ “Пешеход-водитель – друг” конкурса хутшăнса Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ. Унăн ĕçне “Литература творчестви” номинацире пысăка хурса хакланă. Милицин çамрăк тусĕшĕн çакă малашнехи пысăк хавхалану пулĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться