Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Каçсем кичем иртмеççĕ

Упамсари культура çурчĕ çумĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ алă ăстисен “Хозяюшка” кружокĕ ĕçлет. Ăна вăтăр çул ытла ялти шкулта ĕçленĕ учитель-пенсионер Т.Сымова ертсе пырать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çак кружока çÿрекенсен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ.

Ал ĕç ăстисем юрла-юрла алса-чăлха, тĕрлĕ тĕслĕ тĕрĕсемпе усă курса кофта-тутăр çыхрĕç. Илемлĕ журналсемпе усă курчĕç, тĕрлĕ салфетка, панно ăсталарĕç. Шăрçасемпе усă курса илемлĕ мăй çыххисем, алă çине çыхмалли сулăсем хатĕрлеççĕ. Чăваш хĕрарăмĕ хушпу-тухйине тума пуçларĕç. Уйрăмах Е.Мартышкина, Людмилăпа Галина Чемеровăсем, З.Казакова, З.Таганова занятисене пĕр сиктермесĕр çÿреççĕ. Çак кружока шкул ачисене те явăçтарчĕç, вĕсем те аслисенчен юласшăн пулмарĕç, çыхрĕç, тĕрлерĕç, шăрçасемпе тĕрлĕ эреш турĕç. Шкул ачисенчен М.Филиппова, А.Таганова, К.Степанова, О.Купцова маттур. Алă ăстисен ĕçĕсемпе культура çуртĕнче выставка пулчĕ. Вĕсен ĕçĕсене курма килекенсем пысăк хак пачĕç.

Культура çуртĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Шашкăлла выляс енĕпе турнир пырать. Теннис сĕтелĕ те пур.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться