Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă сунсам çывăхрине

Кăçал – Ырă ĕçсен çулĕ. Çавăнпа та пурнăçа телейлĕрех тăвас тесе кашни çыннăн ырă ĕç тумалла. Çакна Турханти вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те тытса пырасшăн. Çак тĕллевпе ялти ваттисен çуртне концертпа кайрĕç. Унта 5 çын пурăнать. Кашни кунах телей килмест ĕнтĕ вĕсен умне. Нумай хура-шурă курнăскерсем питĕ савăнчĕç ачасен пултарулăхĕпе. Вĕсен çепĕç сăввисем, юррисем ватăскерсене çамрăклăха аса илтерчĕç пулĕ. Куçĕсем шывланчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться