Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чыс пĕтсен çынна мул пулăшаймĕ

Ватлăх савнăç мар теççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Çиччĕмĕш теçеткене тултарса пынăçемĕн çакна тата туятăн. Ыйхă килмен каçсенче çĕр вăрăм. Сăмах улăштарма çемьем çук. Мăшăрăм вилнĕ. Ачасем ÿссе çитĕннĕ, çунат сарса вĕçнĕ. Шухăшăмпа пĕрин патĕнчен теприн патне çĕр каçа темиçе те çитетĕп хăш чухне. Унтан ялти тăлăх арăмсен шăпине хамăннипе танлаштарса тараса çине хурса виçетĕп.

Пĕрин ывăлĕ юрăхсăр, ĕçлемесĕр çапкаланса çÿрет. Теприн кинĕпе килĕшĕвĕ çитмест, кивĕ çуртĕнче пĕччен пурăнать. Хапха юпи пек паттăр ывăлне çар службине ярса кĕтсе илейменни те пур. 21 çул хушшинче 21 кун аса илмесĕр ирттермен пуль амăшĕ. Урисем ыратаççĕ. Камран пулăшу кĕтмелле унăн малашне;

Ватлăхра кÿрши-аршипе тăванран та çывăх пурăнакансемшĕн хĕпĕртетĕп. Çав вăхăтрах пĕчченлĕхре кун кунласа çĕр ирттерекенсене кÿрентерекенсене сивлетĕп. Вуттине, кил картинчи хуралтăран выльăх апатне, ăна хумалли савăт-сапине, ал айне лекекен ытти япалисене тартма пăхакансене епле ырă куçпа пăхăн. Çын мулĕпе пурнăç тăваймăн. Чыс пĕтсен вăрлакана пуянлăх пулăшаймастех. Çухатаканăн куççулĕ çĕре ÿкмест. Мĕншĕн хăйсен ватлăхĕ пирки шухăшламаççĕ-ши;

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться