Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи лайăх клумба камăн пулĕ-ши?

Хальхи вăхăтра кашни ĕç коллективĕнчех, ял тăрăхĕнчех урамсене, тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕç пырать. Иртнĕ эрнере Шăнкăртамра та пысăк субботник йĕркеленĕ. Районти çак пысăк ялта хăйсем пурăнакан вырăна пушшех кăтартуллă тытма тăрăшнине уйрăммăн палăртас килет. Кашни тăкăрлăкра вĕсен çÿп-çап тăкмалли ятарлă савăтсем пур. Аслă урамра килĕрен тенĕ евĕр чечек йăранĕсем. Кăçал вара Шăнкăртам ял тăрăхĕ пуçарнипе “Чи лайăх чечек ăсти” конкурс та йĕркеленĕ. Камăн клумби чи капăрри те илĕртÿлли пулать – ăна парне.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться