Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

22-мĕш спорт мастерĕ

Петр Харлампьевич Федотов çамрăк чухнех спорт вăййисемпе интересленнĕ. Уйрăмах вăл çăмăл атлетикăн чылай енĕсемпе самаях лайăх кăтартусем тунă. Пире те вăл çырмари тикĕс лаптăкра тăршшĕне сикме, йĕтре тĕртме, сăнă тата диск ывăтма хăнăхтаратчĕ. Салтака кайса килнĕ хыççăн вăл, Турханта вăтам шкул пĕтерсе, Омск хулине медицина институтне вĕренме кайса кĕнĕ. Çакăнта вĕреннĕ вăхăтра хăй юратнă спорт енĕсене тата та лайăхрах туптама пуçланă. 1965 çулхи июнь уйăхĕнче иртнĕ ăмăртура вăл диска аллă метр(!) ытла ывăтса СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Малалла ГТО-н нумай енлĕ ăмăртăвĕсене хатĕрленме тытăннă.

Институтран ăнăçлă вĕренсе тухсан Краснодар крайне лекет. Мĕн ачаран спорта юратнăскер, унта Темрюкски районĕнчи Сенное поселокĕнчи саккăрмĕш вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах вăл ГТО-н нумай енлĕ ăмăртăвĕсенче ла-йăх результатсем кăтартнă, 1977-1978 çулсенче ку енĕпе СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Ĕçре тата спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ăна 1984 çулта “Учитель-методист” ят параççĕ. 1991 çулта тивĕçлĕ канăва тухса “Ветеран труда” удостоверенине тивĕçет. Шел пулин те Петр Харлампьевич 2004 çулта сасартăк чирлесе çĕре кĕнĕ.

Эпир Нăрваш Шăхальсем ун ятне çухатасшăн мар, спорт мастерĕ çинчен çамрăксене те нумай каласа панă. Эпĕ çыру çырса янă хыççăн унăн ывăлĕ ĕçленĕшĕн тата спортри çитĕнÿсемшĕн ашшĕне панă документсемпе хисеп хучĕсене килсе пачĕ. Çапла вара пирĕн шкултан вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсенчен Петр Харлампьевич Федотов 22-мĕш спорт мастерĕ шутланать. Тата вăтăр ытла спорта юратакан çамрăк спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене тултарнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться