Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çуркуннехи чи çивĕч ыйтусем

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов çуркуннехи чи çивĕч ыйтусене хускатнă. Районта ака-суха ĕçĕсем вăй илсе пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕ уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курать.

Çуркуннехи шыв-шур типсе тавралăх ешĕл тум тăхăнма пикеннĕ тапхăрта яланах хамăр пурăнакан вырăна тирпейлемелли, хăтлăх кĕртмелли нумай. Ку тĕлĕшпе пирĕн пĕрле кар тăрса ĕçлемелли пайтах. Район пуçлăхĕ çак ыйтупа калаçăва çивĕчлетнĕ, малашне çирĕп ыйтасси пирки каланă.

Çуркуннехи сумлă уявсенчен пĕри – Çĕнтерÿ кунĕ. Планеркăра ăна ăнăçлă хатĕрленсе ирттерсе ярасси пирки те сăмах пуçарнă.

Структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче районта строительство ĕçĕсем мĕнле пынине тата ытти ыйтусене те хускатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2008
00:00
Поделиться