Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спартакиада пырать

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Ыхра Çырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш Ен, Раççей ăмăртăвĕсенче ирĕклĕ тата тутарла-пушкăртла кĕрешсе пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă Г.Араев ячĕпе шкул ачисен ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спартакиада иртрĕ. Ăмăртăва йышлă команда хутшăнни пурне те савăнтарчĕ. Спортсменсем 10 виçере тупăшрĕç. Хĕрÿ кĕрешÿре малти вырăна Р.Садаров, И.Чабатов (Шăнкăртам), А.Алеев (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), С.Гусаров, Н.Глухов (Сăкăт), А.Лаврентьев (Нăрваш Шăхаль) тата ыттисем те тухма пултарчĕç.

Пĕтĕмлетÿ хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул – пĕрремĕш, Сăкăтри – иккĕмĕш, Туçари – виççĕмĕш, тулли мар вăтам шкулсен хушшинче Кивĕ Ахпÿрт-сем – пĕрремĕш, Шăнкăртамсем – иккĕмĕш, Треньелсем – виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешесси Юхма енре вăйлă аталанса пырать. Çакна ăмăртусенче çулран çул спортсменсен йышĕ ÿссе пыни те кăтартса парать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 апреля 2008
00:00
Поделиться