Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кун йĕркинче – кулленхи ыйтусем

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвне ра-йон пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă. Планеркăра кун йĕркинчи кулленхи ыйтусене сÿтсе явнă.

Районта çурхи шыв-шур тапхăрĕ ăнăçлă пырать. Çак сăлтавпа инкек тÿснĕ е тăкак курнă тĕслĕхсем çук. Çанталăк ăшăтса пынă май, хутмалли тапхăр та вĕçленет.

Çурхи уй-хир ĕçĕсем сарăлса пыраççĕ. Эрне пуçламăшĕ тĕлне пилĕк хуçалăхра çурхи культурăсене акма пикеннĕ. Хальлĕхе çичĕ хуçалăхра техника тĕрĕслевне ирттернĕ.

Планеркăра тирпей-илем, культура, вĕрентÿ, сывлăха сыхлас тата район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 апреля 2008
00:00
Поделиться