Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Килти хушма хуçалăха аталантарма

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта 2741 хуçалăх (20, 6 процент) 451 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан, апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне Патăрьелĕнче 426 хуçалăх (38, 9 процент), Тăрăн ял тăрăхĕнче 212 хуçалăх (33, 8 процент), Шăнкăртамра 433 хуçалăх (31, 7 процент) килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх паракан çăмăллатнă кредита илнĕ. Ку ĕç малалла та ăнăçлă пырать, ял çынни çак мелпе усă курса çемье бюджетне пуянлатма тăрăшать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 апреля 2008
00:00
Поделиться