Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ

Унччен хăй пайтишĕн, услам тăвас тĕллевпе эрех туса сутакансене Чăваш Республикин “Административлă право йĕркине пăснăшăн” Законĕн 16 статйипе административлă майпа айăплатчĕç, 2000-2500 тенкĕ штраф çеç тÿлеттеретчĕç. Халĕ вара ку тĕлĕшпе самаях хытă айăплаççĕ: Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 238 статйин пĕрремĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, ирĕкрен хăтараççĕ – тĕрмене хупаççĕ. Çавăнпа та сутакан эрех питĕ хака ларма пултарать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 апреля 2008
00:00
Поделиться