Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район чысне хÿтĕлеççĕ

Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти 12 педагог чи лайăх учительсене палăртакан республикăри конкурса хутшăнма кăмăл тунă, кирлĕ документсене тăратнă. Вĕсен шутĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен Э.Карягина тата истори учителĕ Н.Андреева; Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Ишмуратовăпа биологи учителĕ Ф.Белалова; Турханти вăтам шкулти вырăс, чăваш чĕлхисемпе литературисен учителĕ Р.Родионовăпа физика вĕрентекенĕ В.Иванов; Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти биологи учителĕ Г.Сабитова; Çĕньялти вăтам шкулти биолог Н.Квасова; Ыхра Çырминчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ С.Кулакова; Аслă Чементи вăтам шкулти историпе обществознани учителĕ В.Мурзакаев; Сăкăтри вăтам шкулти тутар чĕлхипе литература учителĕ Ф.Ахмадеева тата Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти пуçламăш классен учителĕ И.Тихонова.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 апреля 2008
00:00
Поделиться